| 12365 | Упӑшка кил сыхлать, арӑм хир акать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12366 | Упӑшка патакки арӑмне аш кукли ҫинӗ пек. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12367 | Упӑшка пур — пурнӑҫ пур. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12368 | Упӑшка сак ваклать те вут тӑвать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12369 | Упӑшка сассипе тӑрантарнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12370 | Упӑшка тытать те тӑвать, арӑм курать те пӑсать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12371 | Упӑшка хӳтти — ҫӗр хӳтти. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12373 | Упӑшкан — чунӗ, арӑмӗн — чышки. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12374 | Упӑшкан — ячӗ, арӑмӗн — чӗлхи. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12372 | Упӑшкан ҫукран пур пулнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12375 | Упӑшкасем пурте Турӑран. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12376 | Упӑшки арӑмӗнчен иртмен тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12377 | Упӑшкипе арӑмӗ тӳнтерле пурӑнсан пурнӑҫ малалла каймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12378 | Усал арӑм арҫынна пӑсать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12379 | Усал арӑм вилнӗшӗн арҫын чӗри хурлаймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12380 | Усал арӑм чӗре шурӑхтармӑшӗ, пит-куҫ сарӑхтармӑшӗ, ӑс-пуҫ тарӑхтармӑшӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12381 | Усал арӑм янрашма тытӑнсан алӑк хӑлӑпне тытсах тӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12382 | Усал арӑмӑн виҫ упӑшка. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12383 | Усал арӑмӑн ик кӑмака тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12384 | Усал арӑмпа ал усӑнать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12385 | Усал арҫынпа пурӑниччен упапа пурӑнма ҫӑмӑлрах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12386 | Усал арҫынпа ырӑ хӗрарӑм та усала тухать, ырӑ арҫын ҫинче усал хӗрарӑм та ырах пулать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12387 | Усал инке — инкемек. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12389 | Усал инке усалӗ ултӑ миххе кӗрес ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12388 | Усал инке, кай кунтан; чипер инке, кил кунта. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12390 | Усал упӑшка вилнишӗн арӑм чунӗ хурланмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12391 | Усал упӑшкан арӑмӗ ырӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12392 | Усал хӗрарӑм утмӑл мӑйракаллӑ шуйттанран та усал. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12393 | Усал хӗрарӑм шуйттана та хӑратнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12394 | Усал хунеме ҫӑмарта сарринче те ҫӳпӗ тупнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12395 | Ута тытма йӗвен кирлӗ, хӗрарӑма тытма патак кирлӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12396 | Учча укҫи уҫӑпа, уҫӑпа та ӗмӗрлӗх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12398 | Хӑйматлӑх кӗрӳ лапта каштаран ан ирттӗр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12399 | Хӑйматлӑх хӑйма ҫиме. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12400 | Хӑйматлӑх хӑйма ҫинӗ, ҫамрӑк арӑм пуҫа ҫинӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12447 | Хӗрарам ҫумӗнче хӗрӗх инкек, арҫын ҫумӗнче алӑ усал. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12405 | Хӗрарӑм — аркипе, арҫын — аллипе. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12438 | Хӗрарӑм — пурнӑҫ чечекӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12455 | Хӗрарӑм — хӗрӗх пӑт. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12458 | Хӗрарӑм — чӑх чӗри. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12401 | Хӗрарӑм алли хӗрӗх тӗрлӗ ӗҫ пӗлтӗр, арҫын алли алӑ тӗрлӗ ӗҫ пӗлтӗр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12402 | Хӗрарӑм аллине хӗҫ-тимӗр тӗс мар. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12403 | Хӗрарӑм аллинче хӗрӗх тӗрлӗ ӗҫ вылянать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12404 | Хӗрарӑм анаталла анса утать, тӑвалла хӑпарса ларать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12492 | Хӗрарӑм арки вӑрӑм та, ӑсӗ кӗске тенӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12406 | Хӗрарӑм арҫынна та кӑшлать, хур тукмаккине те кӑшлать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12407 | Хӗрарӑм арҫынпа пӗр танах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12408 | Хӗрарӑм арҫынтан вӑрттӑн яла пӗр пӗрчӗк кӑларсан пин пӗрчӗк каять. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12409 | Хӗрарӑм арҫынтан виҫӗ хут ӑслӑрах, тӑватӑ хут чеерех. | Арҫын — Хӗрарӑм |
| 12411 | Хӗрарӑм ӑсӗ — яшка пӑсӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |